Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Эсир хӑнана кайсан...

Эсир хӑнара чухне чӑн-чӑн хӗрарӑмла /хуҫа хӗрарӑмӗпе пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса/ ӑна ӑшшӑн тав тума, вӑл пӗҫерсе хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе ырлама, мухтама ан манӑр. Паллах, вӑл е ку апата пӗҫермелли меслете /рецепта/ тӗплӗн ыйтса пӗлни унӑн ӑсталӑхне палӑртни пулать, ӑна савӑнтарать, хавхалантарать. Сӗтел ҫинче кил хуҫи хӗрарӑмӗ пӗҫерсе хатӗрленӗ ҫимӗҫ /пӗр вӑл кӑна хатӗрлекен апат/ мӗн чухлӗ нумайрах — сӗтел ҫавӑн чухлӗ илемлӗрех те пуянрах. Ҫавна курса хаклама пӗлӗр, ырлама та ан манӑр! Мӗншӗн тесен пӗҫерекенӗ, паллах ӗнтӗ, нумай тӑрӑшнӑ тата хӑнасем пырас умӗн вӑл хытӑ пӑлханнӑ. Апат-ҫимӗҫе сӗтел сине илемлӗ, пӗлсе лартнине палӑртса калани те кил хуҫине калама ҫук савӑнтарать, ырӑ сӑмаха илтме яланах лайӑх, кӑмӑллӑ. Ҫавна та манмалла мар.
Хӑвӑрпа пӗрле хӑнана ача-пӑчана илсе кайма юрать-ши? Паллах, юрать. Анчах та ачасемпе пӗрле пыма каласа йыхрав пулнӑ чухне ҫеҫ. Тата эсир кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсен килӗнче хӑйсен пӗчӗк ачасем пур пулсан. Пӗчӗк ачасене уйрӑм сӗтел хушшине ҫиме лартаҫҫӗ, вӗсене выляма урӑх пӳлӗме вырӑн туса параҫҫӗ. Ачӑра та пӗрле илсе пырӑр тесе каламан чухне, ҫитменнине, ку хутӗнче ҫитӗннӗ ҫынсем ҫеҫ пухӑннӑ тата хуҫасем хӑйсен ачисене ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре ӑсатнӑ пулсан кил хуҫин те, хӑнасен те кӑмӑлӗ пӑсӑлма пултарать. Ун пек чухне вара сирӗн хӑнара вӑрахчен лармалла мар, май килнӗ таран хӑвӑртрах пуҫтарӑнса, тен, каҫару ыйтса, киле иртерех кайма тивет.
Хӑнана пынӑ хӗрарӑмсене савӑт-сапа, чашӑк-тирӗк ҫума ан хушӑр. Хӑйсем пулӑшма ыйтсан та хӑвӑрах ҫума тӑрӑшӑр. Ку ӗҫре сире ҫывӑх тӑван пулӑшма пултарать.
Хӑна пулнӑ ҫынсем патӗнчен киле кайнӑ чухне сирӗн вӗсене хӑвӑр пата хӑнана чӗнӗсси ҫинчен те манмалла мар.
Эсир паян хӑна кӗтетӗр-и? Сире вӗсене хаваслӑн, кӑмӑллӑн кӗтсе илме ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр, хӑнисем вара сирӗн кил-ҫурта, хваттере, апат-ҫимӗҫе ырӑпа кӑна асра тытчӑр, хӑвӑра та нихӑҫан та ан манччӑр.

Н.Кириллова
«Хыпар», 2008, нарӑс, 16, 32-33№.


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-21 21:53:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7387 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем